Сӑваплӑх — Ҫылӑх

 

8081Аҫа ҫапса вилнӗ ҫынна таса ҫын теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8082Какай валеҫекен ҫылӑхлӑ пулнӑ тет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8083Каҫар тет, каҫарма ҫылӑх мар тет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8084Каҫарман, ҫылӑх каҫман.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8085Мунчара ҫӑвӑннипе ҫылӑх тасалмасть.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8086Нараста хутне кӗнӗшӗн сӑвап пулӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8087Пӗр арӑмпа ӗмӗр ӗмӗрлекен сӑваплӑ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8089Сӑвап — Турӑшӑн, ҫылӑх — усалшӑн.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8088Сӑвап сунан юп курӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8090Сӑваплӑ ҫын вӑхӑтсӑр вилсен те канӑҫлӑха кӗрет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8091Сӑваплӑ ҫынна пӑсӑк витмен теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8092Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр сӑвапу пултӑр тет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8093Ҫӗр ҫинче патша ҫылӑхсӑр.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8115Ҫылахлӑ ҫӗре аҫа ҫапать теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8119Ҫылахлӑ ҫынна пурӑнма йывӑр.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8120Ҫылахлӑ ҫынна ҫын куҫӗнчен пӑхма намӑс.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8103Ҫылӑх — ҫырмара, намӑс — лапамра.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8094Ҫылӑх вӑл тӗтӗм мар, куҫа кӗмест.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8095Ҫылӑх енне ал ҫывӑх.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8096Ҫылӑх картин хапхи ҫук.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8097Ҫылӑх каҫаран — пупа пуйтаран.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8098Ҫылӑх лапра мар, шывра ҫуса тасалмасть.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8099Ҫылӑх ҫилӗм мар, ҫыпӑҫса лармӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8100Ҫылӑх ҫири кӗпе мар, часах хывса хума ҫук.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8101Ҫылӑх ҫири кӗперен те ҫывӑх.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8102Ҫылӑх ҫурмалла теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8104Ҫылӑх ҫырмара, хурӑнташ хурӑн тӑрринче, намӑс лапрара теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8105Ҫылӑх тумӗпе ҫын ҫине тухса ҫӳреймӗн.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8106Ҫылӑх тусан тасалма хӗн.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8107Ҫылӑх усалпа ҫывӑх.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8108Ҫылӑх усалран, сӑвап Турӑран.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8109Ҫылӑх чӗлхипе ҫӑтмах алӑкне уҫаймӑн.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8110Ҫылӑха каҫарттарма пулать, усал ят ӗмӗре юлать.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8111Ҫылӑха кӗме пӗлнине ҫылӑхран та тухма пӗл.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8112Ҫылӑха кӗмесӗр ват ҫын пулаймӑн.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8113Ҫылӑха кӗрсен те ҫынлӑхран ан тух.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8114Ҫылӑха пӗл теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8116Ҫылӑхлӑ ҫӗре ҫӑм шӑтать.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8117Ҫылӑхлӑ ҫын вилсен ҫанталӑк пӑсӑлать теҫҫӗ.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8118Ҫылӑхлӑ ҫын йӗрсен Пирӗшти савӑнать тет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8121Ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ та каҫармасть.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8122Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вилӗмӗ йывӑр.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8123Ҫылӑхлин те, ҫылӑхсӑррин те — пурин те пурӑнас килет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8124Ҫылӑхра пуличчен ҫуклӑхра пул.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8125Ҫылӑхран хӑрасан ҫын пулса та ӳсес мар.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8126Ҫылӑхсӑр ҫын сӑмах ҫине пырса кӗрет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8127Ҫылӑхсӑр ҫын ҫӗнтерет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8128Ҫылӑхсӑр ҫын ҫук.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8129Ҫын ҫылӑхне пуп пӗлет, пуп ҫылӑхне мур пӗлет.Сӑваплӑх — Ҫылӑх
8130Ҫынна ҫисен ҫылӑх каҫать.Сӑваплӑх — Ҫылӑх